Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх

 

11548Ҫамрӑк ҫерҫи ҫӑханран та хӑраман.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11549Ҫамрӑк ҫӗклейменнине ватӑ та йӑтаймӗ.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11550Ҫамрӑк ҫӗмӗрет, ватти тӳрлетет.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11551Ҫамрӑк ҫын ӑсӗ ҫилсӗр ҫанталӑкри арман пекех.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11552Ҫамрӑк ҫын пурнӑҫӗ ура пусман ҫул пекех.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11553Ҫамрӑк ҫын хуйхи часах сирӗлет.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11554Ҫамрӑк ҫыннӑн ҫамрӑк ӑс.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11555Ҫамрӑк ҫыннӑн ҫул такӑр.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11556Ҫамрӑк тӑрна ҫӳллӗ вӗҫрӗ, ватти аяла ларчӗ.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11557Ҫамрӑк ӳтре юн вылять, ҫамрӑк куҫра хӗр вылять.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11558Ҫамрӑк хӗрсем пулмасан ваттине те пуҫҫапӑн.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11559Ҫамрӑк хулӑ авӑнать, ватӑ хулӑ хуҫӑлать.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11560Ҫамрӑк чун — иҫӗм, ӗмӗчӗ — ҫиҫӗм.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11561Ҫамрӑк чун ҫылӑхсӑр.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11562Ҫамрӑк чуна Пӳлӗх упрать.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11563Ҫамрӑк чухне выляса юл, ӳкӗнӗҫе ан юлтӑр.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11564Ҫамрӑка чармасан ватта вӑй килет.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11565Ҫамрӑкӑн алли ҫирӗп, ваттин пуҫӗ ҫирӗп.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11566Ҫамрӑкӑн ӑс сахал, ваттин вӑй сахал.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11567Ҫамрӑкӑн ҫамки таса теҫҫӗ.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11568Ҫамрӑкӑн тӗкӗ ҫӑмӑл: ӑҫталла ҫил, вӑл та унталла.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11569Ҫамрӑкки ҫиҫӗм ҫиҫтерет, ватти аслати авӑттарать.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11570Ҫамрӑккине ӗҫе чӗн, ваттинчен ӑс ыйт.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11571Ҫамрӑкла авӑнни ватӑлсан усса пырӗ.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11572Ҫамрӑкла ӑс кӗмесен ватлӑхра ӑс кӗрес ҫук.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11574Ҫамрӑкла вӗренни ҫамка айне ҫырӑнать.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11575Ҫамрӑкла ӗҫрен юлакан ватӑлла ӗҫе тухать.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11576Ҫамрӑкла пур-ҫук ҫинчен шутлакан пурнӑҫ тӑвать теҫҫӗ.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11577Ҫамрӑкла пуҫтарни ватлӑхра саланать.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11578Ҫамрӑкла савӑнманнине ватӑлсан нумаях савӑнаймӑн.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11579Ҫамрӑкла ҫухатнине ватлӑхра та тупаймӑн тенӗ.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11580Ҫамрӑкла тӑна кӗмесен ватӑлсан тӑна кӗме питӗ хурлӑх.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11581Ҫамрӑкла шӑмӑ кӑшла, ватӑлсан кӗсел ҫи.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11584Ҫамрӑклӑх — хӑналӑх.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11582Ҫамрӑклӑх мӑн ҫулпа килет, вак ҫулпа иртсе каять.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11583Ҫамрӑклӑх ҫичӗ ҫунатлӑ.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11585Ҫамрӑксен ҫамрӑк йӑли, ватӑсен ватӑ йӑли.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11586Ҫамрӑксен ҫӑмӑлттайлӑхӗ — ваттисене йывӑр пек.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11587Ҫамрӑксен шухӑшӗ ҫиле май.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11588Ҫӑмӑл ача ҫӑм тапать.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11589Ҫӗтӗк карчӑк ҫынна вӗлерет.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11590Ҫӗтӗк пулсан та кӗрӗк, ватӑ пулсан та карчӑк.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11591Ҫивӗч пуртӑ час катӑлать, ҫивӗч ҫын час ватӑлать.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11592Ҫилленекен ҫын час ватӑлать.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11593Ҫирӗмпе вӑтӑр ҫул хушшинче ҫулсем чупаҫҫӗ, вӑтӑрпа хӗрӗх ҫул хушшинче вӗҫеҫҫӗ.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11594Ҫитӗнме лайӑх, ватӑлма япӑх.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11595Ҫитӗнме мӗнле — ватӑлма та ҫавах.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11596Ҫу кунӗнче карчӑкӑн кӑмака ҫинче кутне тӑм илнӗ.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11597Ҫын мӗн чухлӗ ватӑлса пырать, намӑсӗ ҫавӑн чухлӗ чакать.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх
11598Тепӗр ватӑ ҫамрӑкран ирттерет.Ҫамрӑклӑх — Ватӑлӑх